Çунат сарса вěçсе тухрăн эсě Шăнчасран…
Шупашкара çитсе тухрăн эс Куславккаран.
Кăларма чапа шутларăн пирěн тăрăха,
Шурă хут та ручка саншăн – пулчěç пит паха…
Людмила Прохорова
Ака уйăхěн 1-мěшěнче Тěрлемесри вăтам шкулта Анатолий Смолин пултарулăхě тăрăх литература сехечě иртрě. Анатолий Семенович Смолин 1957 çулхи ака уйăхěн 1-мěшěнче Куславкка районěнчи Шăнчас ялěнче çуралнă. Кармăшри вăтам шкултан вěренсе тухсан Совет Çарне кайнă. Служба вěçленсен пěр хушă Куславкка райěçтăвкомěн культура пайěнче ěçленě. Унтан И.Н.Ульянов ячěпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетěнчен вěренсе тухсан «Хатěр пул» журналта ěçлет. 6 тата 8-мěш класра вěренекенсем поэт пурнăçěпе тата ěçě-хěлěпе тěплěнрех паллашрěç. Поэт публицистикăра та, поэзире те, куçару ěçěнче те пултаруллă пулнине пěлчěç. 14 кěнеке кăларнă. Литературăри пултарулăхěшěн тěрлě премисем илме тивěç пулнă. Юлашкинчен ачасем çыравçă сăввисене пăхмасăр вуларěç. Мухтавлă ентеше хисеплесе кашни çулах Куславккара «Смолин вулавěсем» иртеççě. Конкурса ватти те, вěтти те хутшăнса Анатолий Смолин сăввисене чăвашла та, вырăсла та янратаççě.