«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци

   Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2024» акци иртрĕ. Çак акцие Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне тата чăваш чĕлхи кунне халалланă. Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси пулса тăрать. Тĕрлемесри вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те çак акцие хутшăнма хаваспах кăмăл турĕç. Вĕсен шутĕнче 7 вĕрентекен тата 31 вĕренекен. Акцие хутшăнакансем кăçал Çемен Элкерĕн «Чăваш вăрманĕ» текстăн  сыпăкне çырчĕç. Вĕсем чăваш диктантне хутшăнса чăваш пулнине, чăваш чĕлхине юратнине палăртрĕç.



Источник: Семёнова П.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен