Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхи эрни пырать. Пĕрремĕш класс ачисем те хаваспах çак ĕçе хутшăнаççĕ. Паян, ака уйăхĕн 24- мĕшĕнче ачасем патне хăнана Анюкпа Ванюк килчĕç. Вĕсем ачасене пуканесем çинчен каласа пачĕç. Мĕн ĕлĕкренех ачасем пуканесемпе выляма юратнă. Пуканисене килте ăсталаса панă, ĕçĕсем питĕ тĕрлĕрен пулнă иккен. Чăвашсем пуканесене улăмран, татăк-кĕсĕкрен, çипрен, йывăç татăкĕсенчен тунă. Пуканийĕсем пĕри тепринчен хитре пулнă. Кашни пуканене пĕтĕм кăмăлтан, тăрăшса тунă. Ачасем чăвашсен хальхи пуканисемпе те паллашрĕç, вĕсен çĕнĕ тумĕсене курса киленчĕç. Хăйсем те хытă хутран касса пуканесем ăсталарĕç. Вĕсене чăваш эрешĕсемпе илемлетнĕ кĕпесем тăхăнтартрĕç. Ачасене хăйсен аллипе тунă ĕçсем питĕ килĕшрĕç.
Ванюкпа Анюк хăнара
Источник:
Казакова Л.А., класс ертӳçи