«И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» онлайн-викторина

«И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» онлайн-викторина

        Иван Яковлевич Яковлев чăваш çырулăхне йĕркеленĕ, чăваш алфавитне тунă, букварь хатĕрленĕ, ачасем валли калавсем çырнă, шкулсем уçнă. Çавна май ака уйăхĕн 18-30 -мĕшĕсенче «И.Я.Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» онлайн-викторина иртрĕ. Ăна чăваш халăхĕн патриархне – И.Я.Яковлева тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă. Викторина ыйтăвĕсене Куславккари тĕп библиотека ĕçченĕсем хатĕрленĕ. Çак викторинăна Тĕрлемесри вăтам шкулăн 7-10-мĕш класĕнче вĕренекенсем те йышлăн хутшăнчĕç, панă ĕçе тăрăшса пурнăçларĕç. Вĕсем И.Яковлев пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Панă ыйтусем çине тĕрĕс хуравланисем Çĕнтерӳçĕ дипломне илме тивĕç пулчĕç.




Источник: Семёнова П.А., чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен