Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул

Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул

   Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитет. Çавна май Чăваш Республикин тĕрлĕ кĕтесĕнче те, чăвашсем пурăнакан ытти тăрăхсенче те çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Тĕрлемесри вăтам шкулăн  5,7-мĕш класĕнче вĕренекенсемпе «Кăвар чĕреллĕ поэт» литература сехечĕ иртрĕ. Чи малтанах ялти библиотека ĕçченĕ Л.А. Павлова  çыравçăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Малалла ачасем презентаци пăхнă май Çеçпĕл Мишши пулнă вырăнсене çитсе курчĕç. Унтан литература сехетне йĕркелесе пыракан П.А. Семёнова поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ тăрăх викторина ирттерчĕ. Кунта уйрăмах панă ыйтусем çине Васильев А., Сидоркина Н., Субакаева М. тĕрĕс хуравларĕç. Унтан ачасем кăвар чĕреллĕ поэтăн сăввисене пăхмасăр каларĕç. Демьянов М., Сидоркина Н. поэт сăввисене чуна пырса тивмелле вуларĕç. Юлашкинчен шкул библиотекарĕ Е.Н. Белова кĕнекесен куравне йĕркелерĕ, çыравçăн кĕнекисемпе,  ун çинчен çырнă материалсемпе паллаштарчĕ. Чăн та, Çеçпĕл Мишши – чăваш халăхĕн кăвар чĕреллĕ поэчĕ, тĕнче литературин классикĕ.


Источник: Семёнова П.А., учитель чувашского языка и литературы