Чăваш тĕрри пит капăр!
Эх, кам ан камăллатăр!
Эх, кам-ши ан юраттăр.
Вăл – кивелми тупра.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче чӑваш тӗррин кунне уявлаҫҫӗ. Чӑваш тӗрри вӑл - асамлă та илӗртӳллӗ, паха та мухтавлӑ. Чӑваш тӗрринче тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрлӗ енлӗ историйĕ тата ăсталӑхӗ палăрать. Ҫак илеме тумашкăн чӑваш халӑхӗ мӗн ӗлӗкрен пӗлнӗ. Тӗрӗсенче чăваш халăхӗн чунӗ упранать тейӗн: унта хĕвел шевлийĕ, анлă Атăл хумĕсенчи мăнаҫлăх. Ӑнсăртран мар пулӗ, тăван халăха çутта кăлараканӗ И.Я.Яковлев пирӗн çӗр пин сăмах, çӗр пин юрă, çӗр пин тĕрĕ пур тенĕ. Тĕрлемесри вăтам шкулти 1-мĕш класра вĕренекенсем республика ирттерекен «Ĕçе тата вĕренĕве тĕрĕпе» акцие хутшăнчĕç. Ачасем çак кун чăваш тӗррин асамлă тĕнчипе паллашрӗҫ, хут çине ӳкернӗ тӗрӗсене хитре тӗссемпе сăрласа илемлетрӗç. Пӗчӗк шăпăрлансем чăваш тумӗ тăхăнтарнă пуканене алла тытса пăхса тĕрӗ-эреш илемлĕ кăна мар, калама çук пуян пулнине пĕлчĕç.