Мĕнле
пуян чăваш тĕрри,-
Унта
пин-пин çулсен йĕрри,
Унта хăват илет çĕнни,
Çынсем ĕмĕртенпе кĕтни.
Хӑйӗн «Чăваш тĕрри» сăввинче В. Давыдов-Анатри тĕрĕ пуянлăхне, илемлĕхне мухтаса, мăнаçланса çырать. Чăнах та, тĕрĕ - халăхăн чăн- чăн пуянлăхĕ. Паян, чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕ - Чăваш тĕрри кунĕ. Çак куна халалласа Тĕрлемесри вăтам шкулта «Чăваш тĕрри – çĕршыв илемĕ» курав йĕркелерĕç, уроксенче чăваш тĕрри çинчен калаçрĕç, чăваш эрешĕсене ÿкерчĕç, тĕрĕ çинчен çырнă сăвăсене вуларĕç. Ачасем чăваш тĕррин уйрăмлăхĕпе, хăйне евĕрлĕхĕпе, кашни тĕс мĕне пĕлтернипе паллашрĕç. Тĕрĕ чăвашсен чи авалхи искусствисенчен пĕри пулнине, кунта халăхăн кун-çулĕ сăнланнине пĕлчĕç. Чăнласах хăйĕн асамлăхĕпе чăваш эрешĕ чуна тыткăнлать.