Кăрлач уйăхӗн 13-мӗшӗнче Раçейри пичет ӗçченӗсем профессилле уява паллă тăваççӗ. Ӑна историлле датăна Раççейре I Петӗр патша указӗпе 1703-мӗш çулхи кăрлачăн 2-мӗшӗнче (çӗнӗ стильпе кăрлачăн 13-мӗшӗнче) тухнă пӗрремӗш «Ведомости» хаçата халалланă. Уява 1991-мӗш çултанпа паллă тăваççӗ. Çак кун Тӗрлемесри вăтам шкулта 1-мӗш класра вӗренекен ачасем патӗнче «Чи пӗлтерӗшли çинчен калаçар» класс сехетӗнче журналист, чăваш çыравçи Олеся Владимировна Михайлова пулчӗ. Вăл пӗчӗк шăпăрлансене кӗскен хăйӗн ӗçӗ – хӗлӗпе паллаштарчӗ, литературăри ӳсӗмӗсем çинчен каласа пачӗ. Олеся Владимировнăн 2-мӗш класра вӗреннӗ чухнех кушак çинчен çырнă пӗрремӗш сăвви «Тантăш» хаçатра пичетленнӗ. Элина хӗрӗ те, пӗрремӗш класра вӗренекенскер, амăшӗнчен тӗслӗх илсе, сăвă йӗркисем шăрçалама пăхать. Çыравçă вӗренекенсен ыйтăвӗсем çине туллин хуравларӗ. Ачасем лайăх вӗренме, хаçат – журналсемпе туслă пулма сăмах пачӗç.
Ӑшă тӗл пулу
Источник:
Анилина И.А., Тӗрлемесри вăтам шкулти 1-мӗш класс ертӳçи